Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
12 Августӑн 2024, 04:59

Пушкӑрт Китая 5,5 пин тонна рапс ҫӑвӗ экспортланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Китая 5,5 пин тонна рапс ҫӑвӗ экспортланӑПушкӑрт Китая 5,5 пин тонна рапс ҫӑвӗ экспортланӑ
Пушкӑрт Китая 5,5 пин тонна рапс ҫӑвӗ экспортланӑ

#наци проекчĕ

2024 ҫулхи ҫичӗ уйӑхра Пушкӑртри ҫу электракциллӗ предприятисем 5,5 пин тонна рапс ҫӑвӗ экспортланӑ, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.

"Тӗп ҫӗршыв — ӳсентӑран ҫӑвӗ ҫине рапс вӑрлӑхне тирпейлемелли продукцин импортерӗ Китай Халӑх Республики пулса тӑнă, унта ҫав продукт — ҫуллӑ кислотасен пуян ҫӑлкуҫӗ, ăна чылай ыйтаççĕ", — ӑнлантарнӑ надзор ведомствинче.

Ӳсентӑран ҫӑвӗн 257 партине пӗтӗмӗшле виҫепе 5,447 пин тоннӑна Китая ӑсатас умӗн Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ тӗрӗслесе тӑнӑ. Карантин продукцийӗн суйласа илнӗ тӗслӗхӗсем лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ. Экспертизаци кӑтартӑвӗсем тӑрӑх карантинри сиенлӗ организмсене ҫура палӑртман. Пушкӑрт ҫӑвӗ ҫӗршыв-импортер требованийӗсене тивӗҫтерет, продукцие 257 фитосанитари сертификачӗ панӑ.

"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей Ял хуҫалӑх надзорӗн управленийĕн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-08-11/bashkiriya-eksportirovala-v-kitay-5-5-tysyachi-tonn-rapsovogo-masla-3880042

 

 

Пушкӑрт Китая 5,5 пин тонна рапс ҫӑвӗ экспортланӑ
Пушкӑрт Китая 5,5 пин тонна рапс ҫӑвӗ экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас