Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
14 Августӑн , 11:26

Пушкӑртри Мечетлĕ районӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартӗç

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Мечетлĕ районӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартӗç
Пушкӑртри Мечетлĕ районӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартӗç

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Мечетлĕ районӗнчи Новомуслюмово ялӗнче часах ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тума тытӑнаҫҫӗ, тесе пӗлтернӗ район администрацийӗнче. Ҫӗнӗ ДК ку ялта "Культура" наци проектне пурнӑҫланине пула туса лартĕç.

897 тӑваткал метр лаптӑклă пӗр хутлӑ ҫуртра 150 вырӑнпа палӑртнӑ куракансен залĕ, ҫавӑн пекех хореографи залӗ пулса тӑрӗ. Унсӑр пуҫне пӳртре сиплев физкультурипе библиотека енӗпе занятисем ирттермелли пӳлӗмсене пӑхса хӑварнӑ. Кунта драма кружокӗ ӗҫлӗ, аэробикӑпа занятисем ирттерӗҫ.

Объект хакӗ 126,15 млн тенкӗпе танлашать. Новомуслюмовăри культура ҫуртне тӑвас ӗҫе 2025 ҫулхи август уйӑхне вӗҫлеме палӑртнӑ.

Аса илтеретпӗр, "Культура" наци проектне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе туса хатӗрленӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-08-12/v-mechetlinskom-rayone-bashkirii-postroyat-novyy-dom-kultury-3882089

 

 

Пушкӑртри Мечетлĕ районӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартӗç
Пушкӑртри Мечетлĕ районӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартӗç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: