#наци проекчĕ
Пушкӑртри Федоровка районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ Пакистана 110 тонна апат-ҫимӗҫ сӗлли экспортланӑ, пӗлтернӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн регионти управленийӗнче.
Карантин продукцийӗн тӗслӗхӗсем энтомологи, гербологи, микологи экспертизисем Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче иртнӗ.
"Карантинти хӑрушӑ организмсен тӗпчевсем тӑрӑх тупса палӑртман. Сӗлӗ ҫӗршыв-импортер требованисене тивĕçтерет", - палӑртнӑ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗнче.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.