#наци проекчĕ
Давлекан районӗнчи предприяти Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Узбекистана 556 тонна сӑра пĕçермелли урпа экспортланӑ.
Суйласа илнӗ тырӑ тӗслӗхӗсем ҫӗршыв-импортерсем ыйтакан тӗпчевсем витӗр тухнă. Энтомологи, геологи тата гельминтологи экспертизисен результачӗсем тӑрӑх карантинти хӑрушӑ организмсене тупса палӑртман. Пушкӑртри сӑра пĕçермелли урпа ҫӗршыв-импортер требованисене пурне те тивӗҫтерет, пĕлтернĕ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗнче.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзор управленийӗн пресс-служби.