Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
19 Августӑн , 10:41

Пушкӑрт Китая хаклӑ выльӑх апачӗ çумне хушмаллин экспортне самаях пысӑклатнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Китая хаклӑ выльӑх апачӗ çумне хушмаллин экспортне самаях пысӑклатнӑ
Пушкӑрт Китая хаклӑ выльӑх апачӗ çумне хушмаллин экспортне самаях пысӑклатнӑ

#наци проекчĕ

2024 ҫулхи çичĕ уйӑхра Пушкӑрт Китая 25 пин тонна сахăр кашманĕн жомне экспортланӑ, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.

2024 ҫулхи январĕн 9-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 12-мӗшӗччен Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗ 1008 фитосанитари сертификачӗсене 25,56 пин тонна гранулироват тунă кăшман жомне, регион сахӑр завочӗсем Китая экспортлама валли хатӗрленӗскере, панӑ.

"2023 ҫулхи ҫавнашкал тапхӑртипе танлаштарсан, ял хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗхне тӑрантарнӑ чухне усӑ куракан выльӑх апачĕ патне хушмаллин калӑпӑшӗ 2,5 хут ӳснӗ, — палӑртнӑ надзор ведомствинче. — Пӗлтӗрхи çичĕ уйӑхра Пушкӑртран 10,5 пин тонна ытла кӑшман жомне ăсатнӑ".

Сахăр кăшманĕн тасатакан тавар продукцийӗн пӗтӗм партийӗсен тӗрӗслевӗсем Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче кирлӗ тӗпчевсем витӗр тухнӑ. Карантинри сиенлӗ организмсене тӗпчев результачӗсем тӑрӑх тупса палӑртман. Пушкӑрт ҫӗрӗнчи кăшман жомӗ ҫӗршыв-импортер требованисене  тивӗҫтерет.

Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.

Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорĕн управленийӗн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-08-15/bashkiriya-znachitelno-uvelichila-eksport-tsennoy-kormovoy-dobavki-v-kitay-3884952

 

 

Пушкӑрт Китая хаклӑ выльӑх апачӗ çумне хушмаллин экспортне самаях пысӑклатнӑ
Пушкӑрт Китая хаклӑ выльӑх апачӗ çумне хушмаллин экспортне самаях пысӑклатнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: