Çутă çул
+28 °С
Облачно
Наци проекчĕсем
20 Августа 2024, 06:34

Казахстанра та "Башкирское мороженое" юратаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Казахстанра та "Башкирское мороженое" юратаҫҫӗКазахстанра та "Башкирское мороженое" юратаҫҫӗ
Казахстанра та "Башкирское мороженое" юратаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Кӑҫалхи ултӑ уйӑх хушшинче "Башкирское мороженое" компани Казахстана 21 тонна пылак апат-ҫимӗҫ экспортланӑ.

АПК продукцийӗн экспорчӗн тӳпине ӳстересси "Тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать, — пӗлтернӗ регион Ял хуçалăх министерствинче.

Предприяти Пушкӑртстанра мороженӑй туса илекенсенчен пӗри шутланать. Ҫур ҫул хушшинче предприяти 2 пин тонна пылак çимĕçе ку 25 миллиона яхӑн штук кăларнă. Производство ӳсӗмӗ 2% ÿснĕ.

"Башкирское мороженое" продукцийӗн тӗп калӑпӑшӗ хӑйӗн регионӗнче (62 процент) пурнӑҫланать. Кунсӑр пуҫне мороженӑйе чикӗ леш енче те ыйтаççĕ. Компанире каласа панӑ тӑрӑх, малашне сивӗ десерта Узбекистана ӑсатма пултараҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех мороженӑй Таиланд, Вьетнам тата Китай пасарӗсенче пулӗ.

"Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проектне Раҫҫей производствин таварӗсен экспортне йӗркелеме тата аталантарма янӑ.

Наци проекчӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.

https://kiziltan.ru/articles/nacproekty/2024-08-13/bashkort-tu-dyrmasy-n-kazahstanda-da-yaratalar-3883907

 

 

Казахстанра та "Башкирское мороженое" юратаҫҫӗ
Казахстанра та "Башкирское мороженое" юратаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас