#наци проекчĕ
Уфа-Чишма ҫулӗ ҫинче "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче Зубовопа Нижегородка поселокӗсем хушшинчи участока асфальт сараҫҫӗ. Кивӗ сие каснӑ хыҫҫӑн подряд организацийӗ асфальт сийне тикӗслеме тытӑннӑ. Унтан ҫул ҫинчи тумтирӗн ҫиелти сийне сарса хурӗҫ, ҫул хӗррисемпе сыпӑксене вырнаҫтарса тухӗҫ, разметка тăвĕç. Зубово-Нижегородка участокӗнчи ӗҫсене сентябрь вӗҫлениччен туса пӗтерӗҫ.
— Уфа-Чишма ҫулӗ Уфа тата Чишма районӗнчи халӑх пурӑнакан вырӑнсене Пушкӑртстанăн тӗп хулипе ҫыхӑнтарать. Кунсерен ун тӑрӑх транспортăн пысӑк интенсивлă юхӑмне палӑртаҫҫӗ, — асӑрхаттарнă Пушкӑрт Транспорт министерствин пуҫлӑхӗ Любовь Минакова.
Пушкӑрт ҫулӗсене юсамалли программа тӗп вырӑн йышӑнать. Уйӑхра пӗрре республика çуртӗнче "Транспорт сехечӗ" — правительство членӗсемпе, специализациленӗ предприятисемпе, хуласемпе районсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттереҫҫӗ, унта транспорт тата ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантармалли ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.
"Начар ҫулсем — чӑн-чӑн инкек, ҫынсене вӗчӗрхентереҫҫӗ, республикӑра пулӑмсем пек начар ҫулсем пулмалла мар тесе шутлатӑп", — тенӗ "Тӳрӗ лини" пынӑ май Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Транспорт министерстви.