#наци проекчĕ
"Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем" наци проекчӗн шайӗнче ҫул хӗрринчи сервисӑн 450 объектне туса ҫӗнетме палӑртнӑ.
– Пӗлтӗр Пушкӑртстанра ҫул хӗрринчи сервисӑн 304 ҫӗнӗ объектне хута янӑ тата 307 объекта ҫӗнетнӗ, - тет Пушкӑртстанри Правительство премьер-министрӗ Андрей Назаров. - Паян Пушкӑртстанри тӗп инвестици проекчӗсен переченьне 44 проекта инвестици калӑпӑшӗпе 4,5 миллиард ытла тенкӗлĕх кӗртнӗ. Кӑҫал эпир ҫул хӗрринчи сервисӑн 450 объектне тата ытларах ӳстерме, ҫавӑн чухлӗ модернизацилеме палӑртатпӑр. 2020 ҫултан пуҫласа пӗтӗмӗшле усӑ курмалли автомобиль ҫулӗсем тӑрӑх вырнаҫнӑ объектсенче ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансене паракан сервис пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе хастар ӗҫлеҫҫӗ.
- Ҫул хӗрринчи сервиса аталантарни - пирӗн тӗп тӗллевсенчен пӗри. Халӗ ҫул ҫӳрекенсен автомобильсемпе кӗске çул ҫӳрес кӑмӑл ӳсет, пирӗн автотуризм лайăх аталанать. Эпир вара, тарават регион пулса, туризма аталантармалли факторсенчен пӗрне ҫул-йӗрсене пахалӑхлӑ пӑхмалла пулнине ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та ҫул хӗрринчи инфратытӑма аталантарни питӗ пӗлтерӗшлӗ, - тет Алексей Гусев.