#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинчи федерацин тӗп инспекторӗ Алексей Касьянов федераци, республика тытӑмӗсен ертӳҫисемпе, ҫавӑн пекех вӑй блокӗн ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Ларура "Экологи" наци проектне пурнӑҫланине, сӑмахран, коммуналлӑ хытӑ каяшсене тыткаламалли тытӑма ҫӗнетессине сӳтсе явнă. Кун пирки федерацин тӗп инспекторӗн пресс-служби пӗлтерет.
Хальхи вӑхӑтра Пушкӑрт Республикинче саккунсӑр 245 ҫӳп-ҫап купи юлать, пысӑк ҫӳп-ҫап куписене пӗтереҫҫӗ. Ҫапла, "Экологи" наци проектне пула ҫӳп-ҫапа саккунсӑр упрамалли ултă пысӑк вырӑна кӑҫал пӗтереҫҫӗ, вӗсенчен тăваттăшĕнче ӗҫ вӗҫленнӗ. Ҫӳп-ҫап куписене пӗтерме 1,5 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫ пахалӑхне федерацин тӗп инспекторӗ надзор ведомствисемпе пӗрле тӗрӗслесе тӑрать.
Пушкӑртра ҫӳп-ҫап реформи пуҫланнӑранпа 25 ТКО полигонĕ, 15 ҫӳп-ҫап комплексӗ туса лартнӑ, каяшсем валли йӗркеленӗ площадкӑсемпе контейнерсен шучӗ виҫӗ хут ӳснӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Роман Якимчук.