#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинче пурӑнакансем августӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен "Экологи" наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ питани элеменчӗсене пухас енӗпе 18 тонна ытла батарейкӑна тирпейлеме панӑ.
Республикӑра экологи культурине ӳстерес, экологи вӗренӗвӗн тытӑмне аталантарас тата воспитани парас ыйтусене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра ҫутҫанталӑка перекетлӗ пӑхасси модӑна кĕнĕ тренд кӑна мар, республикӑра пурӑнакансен экокультури йӗркеленекен ӑнлануллӑ ҫул-йӗр пулса тӑнă. Кун пирки Уфа администрацийӗ йӗркеленӗ "Батарейкӑсем паратпӑр!» экологи акцийӗн результачӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.
Усӑ курнӑ батарейкӑсене тирпейлеме памалла, мӗншӗн тесен вӗсем тепӗр хут усӑ курма юрӑхлӑ материалсенчен чи сахалтан та 70% тӑраҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, нӳрлӗ сывлӑшра, температурӑпа механика витӗмӗ чакнӑ чухне, элемент герметикӑлӑхӗ пӑсӑлать, химилле хӑрушӑ япаласем пурте сывлӑша, ҫӗре, шыва лекеҫҫӗ, чӗрӗ организмсене куҫаҫҫӗ.
Пушкӑрт Республикинчи Çутҫанталӑкпа усӑ курмалли тата экологи министерстви.