Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Августӑн , 12:01

Стерлитамакра нацпроекта пула 2-мĕш гимнази ҫумӗнчи тӗп урамсенчен пӗрне юсанӑ

#наци проекчĕ

Стерлитамакра нацпроекта пула 2-мĕш гимнази ҫумӗнчи тӗп урамсенчен пӗрне юсанӑ
Стерлитамакра нацпроекта пула 2-мĕш гимнази ҫумӗнчи тӗп урамсенчен пӗрне юсанӑ
#наци проекчĕ
Стерлитамакра "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" наци проекчӗн шайӗнче Дружба урамне юсанӑ. Асӑннӑ ҫул 2-мĕш гимнази патне каймалли ҫула тивӗҫтерет, унта кашни кунах 1000 ытла вӗренекен кайса-килсе ҫӳрет.
Нумаях пулмасть регион правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитет пуҫлӑхӗсене шкул тавра территорие йӗркене кӗртме ыйтнӑ. Вӑл ҫуран ҫӳремелли ҫулсем, ҫутӑсем, хӳмесем — пурне те тума кирлине палӑртнă.
 
ПР правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Худайбердин урамӗнчен пуҫласа Волочаевский урам таран 1,4 километр тӑршшӗ участокра подряд организацийĕ асфальт-бетон витӗмне ҫӗнетнӗ, ҫул разметкине хывнӑ, кивӗ борт чулӗсене гранит чулӗсемпе улӑштарнӑ.
 
Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Любовь Минакова Дружба урамĕ Стерлитамакри тӗп урамсенчен пӗри пулнине, унта юхӑмӑн пысӑк интенсивлӑхӗ палӑрнине каласа панӑ. Вӑл ку участокра чарӑну пункчӗсем вырнаҫнине тата общество транспорчӗ ҫӳренине уйрӑмах палӑртнă. Любовь Минакова каланӑ тӑрӑх, Дружба урамне юсани ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансемшӗн, ҫав шутра 2-мӗш номерлӗ гимназире вӗренекенсемшӗн те, хӑрушсӑрлӑхсӑр ҫӳреме май парать.
 
 
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.
 
Стерлитамакра нацпроекта пула 2-мĕш гимнази ҫумӗнчи тӗп урамсенчен пӗрне юсанӑ
Стерлитамакра нацпроекта пула 2-мĕш гимнази ҫумӗнчи тӗп урамсенчен пӗрне юсанӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: