Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
3 Сентябрӗн 2024, 05:12

Пушкӑрт Сербине 38 тонна сыр тăратнӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Сербине 38 тонна сыр тăратнӑПушкӑрт Сербине 38 тонна сыр тăратнӑ
Пушкӑрт Сербине 38 тонна сыр тăратнӑ

#наци проекчĕ

Пелепейри сӗт тирпейлекен предприяти ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Сербие 38 тонна хытӑ сыр экспортланӑ. Кун ҫинчен Раççей ял хуçалăх надзорĕн Пушкӑрт управленийӗнче пӗлтернӗ. Ҫав шутра август вӗҫӗнче Пушкӑрт ҫӗрӗнчен туслӑ ҫӗршыва 19 тонна 45 процент çулă "Гауда" сорт сыр кайнӑ.

Производитель экспорт сертификацийӗ ирттернӗ, ӑна "Цербер" ФГИС экспортерсен реестрне кӗртнӗ. Продукци ҫӗршыв-импортер требованийӗсемпе килӗшӳллӗн лаборатори тӗрӗслевӗсем ирттернӗ тата "Ecert" системӑра 5D экспорт ветеринари сертификатне илнӗ.

Пушкӑртстан тӗнчери 44 ҫӗршыва хӑйӗн агропродукцине экспортлать. Экпортăн 59 проценчĕ ҫу продукцийĕ — ӳсентӑран ҫӑвӗ, шротсем, жмых. Пӗлтӗр регионăн АПК экспорчӗ 2022 çулпа танлаштарсан 79% ӳснӗ. Пушкӑрт предприятийӗсем 748 пин тонна $ 338,6 млн. тенкĕлĕх тавар тиенӗ.

Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Раççей ял хуçалăх надзорĕ.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-09-02/bashkiriya-postavila-v-serbiyu-38-tonn-syra-3907533

 

 

 

Пушкӑрт Сербине 38 тонна сыр тăратнӑ
Пушкӑрт Сербине 38 тонна сыр тăратнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас