#наци проекчĕ
Пушкӑртстанри Шаран районӗнчи Наратаста ялӗнче хальхи фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Кунта 730 ҫын медицина пулӑшӑвӗ илет.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи ҫӗнӗ модуль ФАП шаранецсем "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн регионти "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси" программӑна пурнӑҫланине пула туса хута яма пултарнӑ.
Ялта ҫӗнӗ ФАПа уҫни, паллах, савӑнӑҫлӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑм, кунта пурӑнакансен тӗп категорийӗ – ватӑ ҫынсем вӗт. Халӑха çывăхри медицина пулӑшӑвӗпе майсемпе тивӗҫтересси - ял ҫӗрӗнче хӑтлӑ пурнӑҫ условийӗсем йӗркелеме тивӗҫлӗ обязательнӑй условисенчен пӗри.
Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче ФАП пӳлӗмӗсене, стандартсемпе килӗшӳллӗн, медицина оборудованийӗпе тата сӗтел-пукансемпе пуянлатни ҫинчен каласа панӑ. Кунта фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура, пациентсем валли кӗтмелли пӳлӗм, санузел, персонал валли пӳлӗм, медикаментсене упрамалли тата инвентарьсене тирпейлемелли пӳлӗм пур.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран