Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Сентябрӗн , 11:27

Пушкӑртра тепĕр ял больници ҫӗнӗ оборудованипе пуянланнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра тепĕр ял больници ҫӗнӗ оборудованипе пуянланнă
Пушкӑртра тепĕр ял больници ҫӗнӗ оборудованипе пуянланнă

#наци проекчĕ

Мелеуз районӗнчи тӗп больницӑра ҫӗнӗ маммограф ӗҫлеме тытăннă. Хальхи оборудование "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроекта пула йӗркеленӗ, пӗлтернӗ Пушкӑртри Мелеуз район администрацийӗнче.

Халӗ пациенткӑсене цифра форматӗнче тӗрӗслеççĕ, ку тӗрӗслев процесне хӑвӑртлатать тата лайӑхлатать. Ҫӗнӗ аппарат тухтӑрсене сӗт парĕн чирӗсен пахалӑхлӑ диагностикине ирттерме, тӗрлӗ патологисене, ҫӗнӗ шыçăсене вӑхӑтра тупса палӑртма май парать.

Цифра маммографӗн тӗп пахалӑхӗ — тӗпчев вӑхӑтӗнче тата процедура вӑрӑма тӑсӑлнӑ чухне пациента лазер пайӑркине чакарни — 10 минутран ытла мар.

Раççей Федерацин "РФ сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" проекчӗ 2022 ҫултанпа "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ — пурӑнмалли вырӑнпа, вӗреннĕ е ӗҫленĕ вырӑнӗпе юнашар медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси, халӑхӑн мӗнпур ушкӑнне кирлӗ пулнипе. Наци проекчӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ тӑрӑх 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-09-16/esche-odna-selskaya-bolnitsa-bashkirii-poluchila-novoe-oborudovanie-3930001

 

 

Пушкӑртра тепĕр ял больници ҫӗнӗ оборудованипе пуянланнă
Пушкӑртра тепĕр ял больници ҫӗнӗ оборудованипе пуянланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: