Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
1 Октябрӗн , 14:23

Пушкӑрт ҫӗрӗнче миллион ытла йывӑҫ лартма палӑртаҫҫӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ҫӗрӗнче миллион ытла йывӑҫ лартма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑрт ҫӗрӗнче миллион ытла йывӑҫ лартма палӑртаҫҫӗ
#наци проекчĕ
Пӗтӗм Раҫҫейри "Вӑрмана сыхласа хăварар-2024" акци шайӗнче Пушкӑрт Республикинче ятарласа хатӗрленӗ 120 участокӑн территорийӗнче 1 миллион ытла ҫӗнӗ йывӑҫ лартма палӑртаҫҫӗ. Кун пирки ЦУРти ПР правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче республикӑри Вăрман хуçалăх министерствин пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Шарафутдинов пӗлтернӗ.
 
Аса илтернӗ тӑрӑх, регионта акцин кӗрхи тапхӑрӗ сентябрӗн 21-мӗшӗнче Нуриман лесничествинче пуҫланнӑ. Раҫҫейре кӑҫал пурӗ 70 млн йывӑҫ лартасшӑн. Тӗп тӗллевӗ - ҫутҫанталӑк пушарӗсен палăрăмĕсене компенсацилесси тата ҫӗршывӑн углерод балансне упраса хӑварма пулӑшасси.
 
"Вӑрмана сыхласа хăварар" акцин улттӑмӗш сезонӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинăн "Раҫҫей Федерацийӗн аталанӑвӗн наци тӗллевӗсемпе стратегилле задачисем çинчен" тата "Экологи" нацпроекчӗн указне пурнӑҫланӑ шайра иртет, - палӑртнӑ Шарафутдинов.
 
 
 
Пушкӑрт ҫӗрӗнче миллион ытла йывӑҫ лартма палӑртаҫҫӗ
Пушкӑрт ҫӗрӗнче миллион ытла йывӑҫ лартма палӑртаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: