#наци проекчĕ
Пӗтӗм тӗнчери "Край Курая" ишекен ӑмӑртусем Уфари "Раҫҫей — спорт держави" форумра иртĕç. Ӑмӑрту ирттермелли вырӑн, мероприятие йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, "Демографи" нацпроектӑн "Спорт - пурнӑҫ норми" федераци проекчӗпе тӑвакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексӗ пулса тӑрӗ.Турнира Раҫҫейри тата ҫывӑхри чикӗ леш енчи 120 ытла спортсмен хутшӑнать.
"Пулас пӗтӗм тӗнчери "Край Курая" турнир эпир кӗсменпе ишмелли сооруженисен комплексӗнче ирттернӗ пӗрремӗш пысӑк мероприяти пулса тӑрӗ. Ҫӗнӗ спорт объекчӗ ытти пысӑк событисем те, ҫав шутра ытти ҫӗршывсенчи наци командисене пухмалли центр пулса тӑрасса шанатпӑр," - тенĕ ПР спорт министрӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Руслан Хабибов.
"Демографи" нацпроектӑн "Спорт — пурнӑҫ норми" федераци проектне пула Раҫҫей ҫыннисен хастарлӑ та сывӑ пурнӑҫ йӗрки валли ҫулсерен майсем ытларах та ытларах тупӑнаҫҫӗ. Ҫӗршывра тӑтӑшах массӑллӑ спорт мероприятийӗсем иртеҫҫӗ, ҫуртпа юнашар тренировка тумалли инфратытӑм ҫӗнелет. ГТО комплексӗн нормативӗсене пурнӑҫласа физкультурӑпа хатӗрленес ӗҫ шайне тӗрӗслес текенсем пурте тӳлевсӗр тӗрӗслеме пултараҫҫӗ. Професси тата ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне аталантарма стадионсене, нумай функциллӗ комплекссемпе шкулсене юсаса ҫӗнетес, тивӗҫтерес тата строительство программисене пӑхса хӑварнӑ. Наци проекчӗсене РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ тӑрӑх 2019 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: национальныепроекты.рф.