Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Инструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнă
Пур хыпар та
10
Наци проекчĕсем
7 Октябрӗн 2024, 14:04

Пушкӑрт райцентрӗнче поликлиника тӑвасси вӗҫленет

#наци проекчĕ

Пушкӑрт райцентрӗнче поликлиника тӑвасси вӗҫленет
Пушкӑрт райцентрӗнче поликлиника тӑвасси вӗҫленет
#наци проекчĕ
Виçĕ хутлӑ 320 çын йышăнакан поликлиника тӑвасси Кушнаренково ялӗнче вӗҫленет. Хальхи вӑхӑтра кунта шалти отделка пырать, медицина учрежденине оборудованипе пуянлатаҫҫӗ. Поликлиника тӑвассине "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" регион проекчĕн шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. Паянхи куна хатӗрлӗхӗ 79 процентпа танлашать, ӗҫсене октябрь уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ, пӗлтерет ПР Строительство министерствин пресс-служби.
 
Строительствӑсӑр пуҫне подрядчик ҫывӑхри территорие хӑтлӑх кӗртессине пурнӑҫланӑ. Объектӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 5 пин тӑваткал метр. Ҫӗнӗ поликлиникӑн пӗрремӗш хутӗнче рентгенодиагностика уйрӑмӗ тата пӗтӗмӗшле пӳлӗмсем вырнаҫӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче - эндоскопи уйрӑмӗ, хӗрарӑмсен консультацийӗ, терапевтсен кабинечӗсем тата ытти те, виҫҫӗмӗш хута физиотерапипе терапевт уйрӑмĕсем йышӑнӗҫ. Поликлиникӑн ача-пӑча уйрӑмне çитĕннисене йышăнмалли вырăнтан уйрăм тăваççĕ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Строительство министерстви.
 
 

 

Пушкӑрт райцентрӗнче поликлиника тӑвасси вӗҫленет
Пушкӑрт райцентрӗнче поликлиника тӑвасси вӗҫленет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: