#наци проекчĕ
Стерлитамакра республикӑра йӑлари каяшсен стихийӑллӑ ҫӳп-ҫап купине пӗтернӗ. Унӑн лаптӑкӗ – 18,1 гектар, 1959 ҫултанпа, ҫак ҫӳп-ҫап купи тума пуҫланнӑ хыҫҫӑн, кунта 1,5 млн кубометра яхӑн каяш пухӑннӑ, пӗлтерет Раҫҫей Çутçанталăк министерствин пресс-служби.
Кумертаура тата тепӗр пысӑк ҫӳп-ҫап купине пӗтернӗ. Унӑн лаптӑкӗ 8,4 гектар, кунта 850 пин кубометр каяш пухӑннӑ. Рекультивацие техникӑпа биологи тапхӑрӗсем кĕнĕ. Специалистсем фильтрата пухмалли тата тасатмалли хальхи системӑсене, газа сиенсӗрлетмелли системӑсене палӑртнӑ. Ҫакӑ тавралӑх хутлӑхне сиенлӗ япаласемпе вараланчӑк япаласен япӑх витӗмне пĕтерме май парать. Ҫӳп-ҫап полигонӗсене симӗс сийпе тата пулӑхлӑ тӑпрапа витсе хунӑ, ҫӳп-ҫап вырӑнӗсен территорине хӑтлӑх кĕртнĕ.
Пушкăртстанра стихийӑллӑ ҫӳп-ҫап куписене пӗтерессине "Экологи" нацпроектӑн "Таса ҫӗршыв" проектне пурнӑҫланӑ шайра ирттернӗ. Республикӑра ҫак проект тӑрӑх саккунсӑр йĕркеленĕ ултă ҫӳп-ҫап купине пӗтернӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Роман Якимчук.