Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Октябрӗн , 10:31

Салават районӗнче ҫӗнӗ ФАП виҫӗ ял ҫыннисене пӑхĕ

#наци проекчĕ

Салават районӗнче ҫӗнӗ ФАП виҫӗ ял ҫыннисене пӑхĕ
Салават районӗнче ҫӗнӗ ФАП виҫӗ ял ҫыннисене пӑхĕ

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Салават районӗнчи Урмантау ялӗнчи хальхи модульпе акушер пункчӗ часах хӑйӗн алӑкӗсене яриех уҫса ярать. Вӑл Урмантау, Устьатавка тата Ташаулово ялсенче пурӑнакансене пӗтӗмӗшле йышпа 340 ҫынна, ҫав шутра 72 ачана пӑхӗ.

ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ медицина учрежденийӗ "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчĕн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилени" регионти программа шайӗнче туса ирттерме пултарнӑ. Халӗ регионти ведомство медицина ӗҫ-хӗлне тивӗҫтерме лицензи хатӗрлет.

Ял таврашӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫни, паллах, савӑнӑҫлӑ та пӗлтерӗшлӗ пулӑм, кунта пурӑнакансен тӗп категорийӗ – ватӑ ҫынсем вӗт. Халӑха медицина пулӑшӑвӗпе утӑмри майсемпе тивӗҫтересси — ял ҫӗрӗнче хӑтлӑ пурнӑҫ условийӗсем йӗркелеме тивӗҫлӗ обязательнӑй условисенчен пӗри.

Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче ФАП пӳлӗмӗсене стандартсемпе килӗшӳллӗн, медицина оборудованийӗпе тата сӗтел-пукансемпе пуянлатни ҫинчен каласа панӑ.

Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-10-28/novyy-fap-v-salavatskom-rayone-budete-obsluzhivat-zhiteley-tryoh-dereven-3986844

 

 

Салават районӗнче ҫӗнӗ ФАП виҫӗ ял ҫыннисене пӑхĕ
Салават районӗнче ҫӗнӗ ФАП виҫӗ ял ҫыннисене пӑхĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: