Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наци проекчĕсем
1 Ноябрӗн 2024, 09:02

Пушкӑртстанра "Таса шыв" федераци программи хастар пурнӑҫланать

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра "Таса шыв" федераци программи хастар пурнӑҫланатьПушкӑртстанра "Таса шыв" федераци программи хастар пурнӑҫланать
Пушкӑртстанра "Таса шыв" федераци программи хастар пурнӑҫланать

#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республики хуласемпе ялсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерес тӗллевпе "Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхӗ" наци проекчĕн федерацин "Таса шыв" проектне пурнӑҫлама хастар хутшӑнать. Асӑннӑ программӑпа явӑҫтарнӑ федераци укҫи-тенкин калӑпӑшӗпе республика федерацин Атӑлҫи округӗнче I вырӑн тата Раҫҫей Федерацийӗнче VIII вырăн йышӑннӑ.
2023 ҫулта Альшей, Бирск, Кугарчă, Туймазă, Хайбулла, Уфа, Краснокама, Иглин, Чишма районсенче тата Уфара ӗҫмелли вунă объекта тӑвас (юсаса ҫӗнетес) мероприяти малалла тӑсӑлнӑ. Ҫавӑн пекех Киги тата Кушнаренкă районӗсенче икӗ ҫӗнӗ объект йӗркеленӗ. Ҫак тӗллевсем валли 1 215,2 млн тенкӗ, ҫав шутра федераци бюджетӗнчен – 1 190,9 млн тенкӗ уйӑрнă.
2024 ҫулта пӗтӗмӗшле 792,3 млн тенкӗлĕх шывпа тивӗҫтермелли ултӑ объекта вӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫак суммӑран 776,4 млн тенкӗ федераци бюджечӗн укҫи-тенкипе танлашнӑ.
Пӗтӗмпе Пушкӑрт Республикинче "Таса шыв" федерацин проектне 2019 ҫулта хута янăранпа ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли 17 объекта хута янӑ.
Пушкӑрт Республикинчи Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви.
https://contenta.info/press_releases/868569#scroll

 

 

Пушкӑртстанра "Таса шыв" федераци программи хастар пурнӑҫланать
Пушкӑртстанра "Таса шыв" федераци программи хастар пурнӑҫланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас