#наци проекчĕ
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа промышленноҫ медицинин Центрӗнче профилактика тӗрӗслевӗсем 16 пин ытла ҫын иртнӗ, пĕлтернĕ Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче Уфари 13-мĕш ГРБ тӗп врачӗ Булат Гарифуллин сăмахĕсене тĕпе хурса.
Сиенлӗ тата хӑрушӑ условисемпе ӗҫлекен сотрудниксен профосмотрне ирттерме Центр куҫса ҫӳрекен ултӑ комплекспа усӑ курать. Вӗсене пурне те "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра илнӗ. Вӗсене пула предприятисен территорийӗнче экономика тата профилактика медосмотрӗсем, диспансеризаци, ҫавӑн пекех медицинӑпа санитари тата сиплевпе профилактика пулӑшӑвӗ пани тӳрремӗнех иртет.
Куҫса ҫӳрекен комплекссене электрокардиограф, ультрасасӑ диагностики ирттерме, шалти куç тата артери пусӑмне виҫме, юн глюкозине т. ыт. те медицина оборудованийӗпе комплексланӑ.
Пушкӑрт Сывлӑх сыхлавӗ министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, паян сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн тӗп системи тата халӑхран чи кирлӗ медицина службин отраслӗ медицина санитари пулӑшӑвӗ пулса тӑрать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлӑх сыхлавӗ министерствин пресс-служби.