Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
8 Ноябрӗн , 11:21

Пушкӑртра врач амбулаторийӗ уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра врач амбулаторийӗ уҫӑлнă
Пушкӑртра врач амбулаторийӗ уҫӑлнă

#наци проекчĕ
Иглин районӗнчи Чуваш-Кубово ялӗнче врачсен ҫӗнӗ модульлӗ амбулаторийӗ уҫӑлнӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче .
"Кӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлакан пуçламăш сыпăка модернизацилес енӗпе регионти программӑна пурнӑҫланипе май килнӗ, - палӑртнӑ Сывлӑх сыхлав министерствинче.
Чуваш-Кубовăри амбулаторие хальхи медицина оборудованийӗпе тата сӗтел-пуканпа пуянлатнӑ. Пациентсене йышӑнмалли пӳлӗм, терапевт, педиатр, смотровой, прививка, процедура кабинечĕсем, кӑнтӑрлахи стационар, санузел тата медикаментсене упрамалли пӳлӗм пур.
Хальхи врач амбулаторийӗнчи медицинăпа санитари пулӑшӑвне халӑх пурӑнакан тӑватӑ вырăнти, халӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӗпе пӗрле виҫӗ пин ытла ҫын, 557 ачасем илӗҫ.
2025 ҫулта республика районӗсенче 135 модульлӗ ФАП вырнаҫтарма палӑртнӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-11-02/v-bashkirii-otkrylas-vrachebnaya-ambulatoriya-3993098

 

 

 

Пушкӑртра врач амбулаторийӗ уҫӑлнă
Пушкӑртра врач амбулаторийӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: