#наци проекчĕ
Благовар районӗнчи Старокучербаево ялӗнче тӗп юсав хыҫҫӑн ялти Культура çуртне уҫнӑ уяв иртнӗ.
Старокучербаево ялӗнчи Культура ҫурчӗ "Культура хутлӑхӗ" федераци проекчĕн "Культура" наци проектне пурнӑҫланӑ шайра "Муниципалитетри культура учрежденийӗсене çӗнетесси" наци проекчĕн направленине хутшӑннӑ. Республикӑри Культура министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, клуб ҫурчӗн тӗп юсавне 7 млн тенкӗ ытлалăх туса ирттернӗ.
"Хальхи вӑхӑтра Старокучербаево ялӗн клубӗ — хальхи хӑтлӑ ҫурт, унта пӗлтерӗшлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. "Культура" наци проекчӗн шайӗнче тӗп юсав культура ӗҫченӗсемпе халӑх валли чӑн-чӑн парне пулса тӑчӗ, — ӑнлантарнă Культура министерствинче. — Ҫурт тӑррине, чӳречисене, алӑкĕсене улӑштарнӑ, фасада сӑрнӑ, урайне улӑштарнӑ, армстронгран тунă мачча лартнӑ, ӑшӑтмалли системӑпа электричество пралукне ҫӗнетнӗ, ҫавӑн пекех пушара хирӗҫле система палӑртнӑ тата шывпа тивӗҫтермелли система йӗркеленӗ".
Старокучербаевори Культура ҫуртне 1964 ҫулта тунă. Паянхи кун культура çурчӗ ялти культура центрӗ шутланать, унта ача-пӑча, ҫитӗнсе ҫитмен ачасемшӗн тата пысӑккисемшӗн уяв мероприятийӗсемсӗр пуҫне куллен пултарулӑх кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ял ҫыннисем пурте ҫӗнетнӗ Культура çуртне уҫасса чӑтӑмсӑр кӗтнĕ.