Çутă çул
-10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
13 Ноябрӗн 2024, 10:32

Нацпроект шайӗнче Пушкăртри Малоязри тĕп больница ҫӗнӗ компьютерсем илнӗ

#наци проекчĕ

Нацпроект шайӗнче Пушкăртри Малоязри тĕп больница ҫӗнӗ компьютерсем илнӗ
Нацпроект шайӗнче Пушкăртри Малоязри тĕп больница ҫӗнӗ компьютерсем илнӗ

#наци проекчĕ

Салават район центрӑн тӗп больницинче ҫак кунсенче пӗр харӑсах виҫӗ ҫӗнӗ компьютер вырнаҫтарнă.

ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, амбулатори звени ӗҫ вырӑнӗсене пуянлатма компьютерсем Малоязри тĕп больницана "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн "Сывлӑх сыхлавӗнче пӗрлехи патшалӑх информаци тытӑмне тӗпе хурса пӗрлехи цифра контурӗ туса хурасси" регионти программӑна пурнӑҫланӑ шайра кӗнӗ.

Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем автоматизациленӗ ӗҫ вырӑнӗ медицина ӗҫченӗсене пациентсене йышӑнӑва, ҫав шутра ансӑр специалистсем патне те ҫырса пыма май панине ӑнлантарса панă. Ҫӗнӗ компьютерсене пула халӗ электронлӑ карттӑсем тума, направленисене йӗркелеме, ҫӑмӑллӑхлӑ рецептсем ҫырса илме, ҫавӑн пекех хулапа районсенчи ытти медицина консультацийӗсем ирттерме май пурри те пӗлтерӗшлӗ.

Регионти Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанри уйрӑмлӑхсенчен пӗри вунă ҫул ытла ӗнтӗ мӗнпур медицина организацийӗсем пӗр цифра платформи – сывлӑх сыхлав сферинчи Патшалӑх информаци тытӑмӗнче ĕҫлени пулса тӑрать. Цифра системи 205 медицина организацине тата пӗр вӑхӑтрах ӗҫлекен 25 пин ытла ҫынна, ҫавӑн пекех электронлӑ 4,5 млн яхӑн медицина карттине пӗрлештерет.

Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-11-12/v-bashkirii-maloyazovskaya-tsrb-v-ramkah-natsproekta-poluchila-novye-kompyutery-4004975

 

 

Нацпроект шайӗнче Пушкăртри Малоязри тĕп больница ҫӗнӗ компьютерсем илнӗ
Нацпроект шайӗнче Пушкăртри Малоязри тĕп больница ҫӗнӗ компьютерсем илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: