#наци проекчĕ
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне Белокатай районӗнчи Шакарла ялӗнче "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула уҫнӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче.
ФАПа халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама тата персонал валли мӗн кирлине пурне те тивӗҫтернӗ. Ҫуртра фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура, пациентсем валли кӗтмелли пӳлӗм, санузел, медработниксем валли пӳлӗм, медикаментсене упрамалли тата инвентарьсене тирпейлемелли пӳлӗм пӑхса хӑварнӑ. ФАПа кӗнӗ ҫӗрте ватӑсемпе инвалидсем валли пандус пур.
Унсӑр пуҫне ҫак ял ҫыннисен цифра медицини пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма май пулӗ. Фельдшер вӑхӑтлаха ӗҫлеме пултарайманнин дистанциллӗ листине уҫма, электронлӑ рецепт ҫырса илме, тухтӑрпа телемедицина консультацийӗ ирттерме тата медицина даннӑйӗсене яма пултарать.
Ҫӗнӗ ФАПра Шакарла ялӗнче пурӑнакан 252 ҫынна медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парӗҫ, вӗсенчен 42-шӗ ачасем.
2025 ҫулта республикӑри районсенче тата 135 модульлӗ ФАП вырнаҫтарма палӑртнӑ, пӗлтернӗ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлавӗ министерствинче.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-11-21/v-sele-bashkirii-otkrylsya-novyy-fap-4017349