Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
27 Ноябрӗн , 10:51

Пушкӑртра районсем хушшинчи вунă ҫухрӑм ҫула юсанӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра районсем хушшинчи вунă ҫухрӑм ҫула юсанӑ
Пушкӑртра районсем хушшинчи вунă ҫухрӑм ҫула юсанӑ

#наци проекчĕ

Пелепей районӗнче Пелепей — Николаевка — Туймазă — Бакалă çула "Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем" нацпроект шайӗнче вунă ҫухрӑм ытла юсанӑ. 2024 ҫулта кӑна нацпроект шайӗнче çак ҫулӑн 15,7 ҫухрӑмне Пелепей, Туймазă тата Шаран районӗсенче ҫӗнетнӗ.

– Ку ҫул тӳрех виҫӗ района пӗрлештерет. Вӑл республикӑн тӗрек сыпăкне кӗрет, мӗншӗн тесен нумай халӑх пурӑнакан вырӑнсенче, ҫав шутра пысӑк хуласенче пурӑнакансене транспорт ҫыхӑнӑвне тивӗҫтерет. Ҫул-йӗр интенсивлӑхӗ кунта палăрмаллах пысăк — ҫулсерен 3 пин машинăна яхăн иртет, — пĕлтернĕ ПР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Любовь Минакова.

Ку ҫул ҫинче ӗҫ июньте пуҫланнӑ.  Патшалӑх контракчӗн хакӗ 202 млн тенкӗпе танлашнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Транспорт министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-11-25/v-bashkirii-otremontirovali-10-km-mezhrayonnoy-dorogi-4023251

 

 

Пушкӑртра районсем хушшинчи вунă ҫухрӑм ҫула юсанӑ
Пушкӑртра районсем хушшинчи вунă ҫухрӑм ҫула юсанӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: