Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
2 Декабрӗн 2024, 09:27

Пушкӑртра тата тепӗр ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртра тата тепӗр ФАП уҫӑлнă
Пушкӑртра тата тепӗр ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑртри Илиш районӗнчи Лаяшты ялӗнче ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ, пӗлтернӗ регион Сывлăх сыхлав министерствинче.

Республикӑра тата тепӗр ФАП хута кайни "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне ҫӗнетмелли программӑна пурнӑҫланипе май килнӗ.

Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хальхи вӑхӑтри требованисемпе стандартсене тивӗҫтерет. Ăна халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ тата персонал валли мӗн кирлипе пуринпе те пуянлатнӑ.

Ҫӗнӗ ФАПа ӗҫлеме пуҫланине вырӑнти ҫынсем чӑтӑмсӑр кӗтнĕ. Пациентсене опытлӑ фельдшер Чулпан Бакирова  йышӑнать. Лаяшты ялӗнчи ФАП 293 ҫынна пӑхса тӑрӗ, вĕсенчен 44 ача.

"Цифра ФАП" проекта пула ялта пурӑнакансене цифра медицини пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма май пулӗ, палӑртнӑ Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствинче.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-12-01/v-bashkirii-otkrylsya-esche-odin-fap-4031901

 

Пушкӑртра тата тепӗр ФАП уҫӑлнă
Пушкӑртра тата тепӗр ФАП уҫӑлнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас