#наци проекчĕ
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑрт Китая 13 парти 113 тонна таякан типӗ сӗт экспортланӑ. Кун пирки регионти Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗнче пӗлтернӗ.
"Мелеузри сӗт-ҫу комбиначӗ туса хатӗрленӗ сӗт-ҫу продукцийӗ тивӗҫлӗ тӗрӗслев иртнӗ. Суйласа илнӗ сӑнавсем лаборатори тӗрӗслевӗсем витӗр тухнӑ тата ҫӗршыв-импортер хушнине пурне те тивӗҫтереҫҫӗ", — палӑртнӑ надзор ведомстви пӗлтернӗ тӑрӑх.
Пушкӑрт ҫӗрӗнчи тепĕр парти типӗ сӗте "Ecert" системӑри 5В экспорт ветеринари сертификачӗсене панӑ.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-12-01/v-kitae-nablyudaetsya-spros-na-suhoe-moloko-iz-bashkirii-4030872