#наци проекчӗ
2025 ҫултан Раҫҫейре демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма тата ҫав шутра ача-пӑчаллӑ ҫемьесене пулӑшас тӗллевлӗ ҫӗнӗ нацпроектсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ: "Ҫемье", "Ҫамрӑксем тата ачасем", "Вӑрăм та хастар пурнӑҫ" тата "Сывлӑха упраса хӑвармалли ҫӗнӗ технологисем". Кун пирки Раҫҫей Президенчӗн полпречĕ Игорь Комаров федерацин Атӑлҫи округӗнчи саккун кӑларакан органсен субъекчӗн ассоциацийӗн ларӑвӗнче аса илтернӗ. Мероприятие Мордовире декабрӗн 6-мӗшӗнче ирттернӗ. Кун йĕркинчи тӗп ыйтусен шутӗнче — округри регионсенчи демографи лару-тӑрӑвӗ, ҫавӑн пекех ача çуратассине ӳстерме палӑртнӑ мерӑсем.
"Хальхи вӑхӑтра ПФОра 430 пин ытла ачаллӑ ҫемье шутланать. Ҫакна асра тытмалла: нумай ачаллӑ ҫемьесемпе патшалăх пулăшăвĕпе туллин усӑ курма ӑнлантару ӗҫне туса ирттермелле", - тесе каланă полпред Игорь Комаров ларӑвăва хутшӑнакансене.