#наци проекчĕ
Мишкин районӗнчи Малонакаряково ялӗнче врачсен модульлӗ ҫӗнӗ амбулаторийӗ уҫӑлнӑ, пӗлтернӗ регион Сывлăх сыхлав министерствинче. Ку ялта амбулатори уçни "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилени" регион программине пурнӑҫланипе май килнӗ.
Ҫӗнӗ амбулаторие хальхи медицина оборудованийӗпе тата сӗтел-пукансемпе пуянлатнӑ. Унта пациентсене йышӑнмалли пӳлӗм, терапевт кабинечӗ, педиатр, смотровой, прививка, процедура, кӑнтӑрлахи стационар, санузел тата медикаментсене упрамалли пӳлӗмсем пӑхса хӑварнӑ. Хальхи врач амбулаторийӗнчи медицинӑпа санитари пулӑшӑвне Малонакаряково ялӗнче пурӑнакан 1800 ытла ҫын, ҫавӑн пекех Староарзаматово, Рефанды, Новотроицкое тата Озерки ялӗсенче пурӑнакансем илӗҫ.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-12-11/v-mishkinskom-rayone-bashkirii-otkrylas-vrachebnaya-ambulatoriya-4047808