#наци проекчĕ
Месягутовăри тĕп район больницин автопаркне кӑҫал ҫулла тӳрех пилӗк "Лада Гранта" автомобильсемпе тултарнă.
ПР Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Месягутово больници "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" программине пурнӑҫланӑ шайра автомобильсем илнӗ. Автомобильсенче кондиционер, хӑрушсӑрлӑх минтерӗсем пур, малти ларкăчсене ӑшӑтаканни, лармалли чехолсене дезинфицилекен хатӗрсем витӗм кӳресрен асӑрхануллӑн искусствӑлла сӑранпа витнĕ.
Хӑтлӑ автомобильсене васкавлӑ тата планлӑ чӗнсе илӳсене тивӗҫтерме, ҫавӑн пекех биологи материалӗсене тӗпчеве турттарма тата эмел препарачӗсем илсе килме палӑртнӑ. Икӗ уйӑх хушшинче автомобильсемпе 350 ытла чӗнÿ пулнă. Ял ҫыннисем чĕннине оперативлӑ пулӑшнин пахалӑхӗ самаях пысӑкланнинчен тӗлӗнмелли ҫук.
Сăнӳкерчӗкӗ: health.bashkortostan.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-12-11/v-mesyagutovo-obnovlen-avtopark-tsentralnoy-rayonnoy-bolnitsy-4047336