Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
17 Декабрӗн 2024, 10:23

Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă

#наци проекчĕ

Татышлă районӗнчи Новокайпаново ялӗнче çĕнĕ модульнӑй фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ, ӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект шайӗнче туса лартнӑ. Унччен ФАП пациентсене 1985 ҫулхи ҫуртра йышӑннӑ, унта шывпа тивӗҫтермелли тата канализаци пулман.

Медицина пункчӗ Новокайпановӑра пурӑнакан 400 ытла ҫынна пулӑшу парать, вӗсенчен 105 ачана. Пациентсене 14 ҫул стажлă "Земство фельдшерĕ" программӑпа килнӗ Файруза Сайфиева йышӑнать.

"Цифра ФАП" проекта пула ялта пурӑнакансене халӗ цифра медицини пулӑшӑвӗпе усӑ курма пулать. Фельдшер вӑхӑтлăха ӗҫлеме пултарайманнин листне дистанцилле уҫма, электронлӑ рецепт ҫырса пама, тухтӑрпа телемедицина консультацийӗ ирттерме, медицина даннӑйӗсене яма пултарать.

ПР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫул валли палӑртнӑ плансенче — 115 ФАП, пӗтӗмӗшле практикӑн ултӑ офисӗ тата врачсен вунă амбулаторийӗ. Вӗсене "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроектӑн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилени" регион программипе туса лартӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлӑх сыхлав министерстви.

 

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-12-16/na-severe-bashkirii-otkrylsya-novyy-fap-4054512

 

 

Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Пушкӑрт ҫурҫӗрӗнче ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: