#наци проекчĕ
Пушкӑртра пурӑнакан 413,5 пине яхӑн çын репродуктивлă сывлӑхне тӗрӗсленӗ, вӗсен 20,5 пин ытла чир тупса палӑртнӑ. Кун ҫинчен ПР Сывлăх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, репродуктивлӑ диспансеризаци икӗ тапхӑрта иртет, иккӗмӗшне — кирлӗ пулсан, пӗрремӗшин итогĕсем тӑрӑх ирттереҫҫӗ.
Малтан пациентсем анкетӑсем иртеҫҫӗ, гинекологсемпе урологсенчен консультаци илеҫҫӗ. Врачсем ар ҫулӗпе паракан инфекцире УЗИ-тӗпчевне тата спермограммӑна палӑртма пултараҫҫӗ.
Диспансеризаци вӑхӑтӗнче репродуктивлă тытӑмăн органӗсен ракӗн 22 тӗслӗхне, 361 ИППП палăртнă. 66,2 пин ҫын лекнӗ иккӗмӗш тапхӑр кӑтартӑвӗсем тӑрӑх патологи кашни ҫиччӗмӗш пациент е пациенткӑн тупӑннӑ.
Репродуктивлӑ диспансеризацие 2024 ҫултан пуҫласа хута янӑ, ӑна фертиль ҫулӗнчи пур хӗрарӑмсемпе арҫынсене те пӗр вӑхӑтрах ирттереҫҫӗ.
Пӗтӗмӗмпе кӑҫал диспансеризаци республикӑра пурӑнакан 1 млн ытла ҫын иртнӗ, пӗлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче. Тупса палӑртас енӗпе малтанхи вырӑнта юн ҫаврӑнӑшӗн, сывлав органӗсен, сахӑр диабечӗн тата ҫӗнӗ шыçă тытӑмӗн чирӗсем йышӑнаҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлăх сыхлавĕн министерстви.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-12-18/v-bashkirii-reproduktivnuyu-dispanserizatsiyu-proshli-413-5-tysyach-zhiteley-4057858