#наци проекчĕ
Пушкӑртра сӑсӑл экспортне тӑватӑ хут ӳстернӗ, пӗлтернӗ регион Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче. 2024 ҫулхи январĕн 9-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 15-мӗшӗччен надзор ведомстви экспорт валли тырӑ тирпейлекен Пушкӑрт предприятийӗсем хатӗрленĕ 2110 тонна тулӑ тата ыраш сӑсӑлне Казахстана, Киргизие тата Узбекистана яма контроль тунă. Ку вӑл 2023 ҫул хушшинче пулнинчен тӑватӑ хут пысӑкрах. Ун чухне Пушкӑрт ҫӗрӗнчен чикӗ леш енне 530 тонна сӑсӑл тиенӗ.
Сӑсӑлӑн 63 партийӗн сӑнавӗсем Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн Пушкӑртри сӑнав лабораторийӗнче тӗпчевсем иртнӗ.
"Карантинти сиенлӗ организмсемпе тырӑ запасӗсене сиенлекенсене палӑртман, — палӑртнӑ регионти Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче. — Экспорт продукцийӗн пӗтӗм партийӗ ҫӗршыв-импортерсен требованийӗсене тивӗҫтерет. Таварпа 63 экспорт фитосанитари сертификачӗ панӑ".
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт "наци проекчĕ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.