Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
24 Декабрӗн 2024, 11:23

Пушкӑртра шкул ачисем вăрманçăсене йĕкел пуҫтарма хастар пулӑшаҫҫĕ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра шкул ачисем вăрманçăсене йĕкел пуҫтарма хастар пулӑшаҫҫĕ
Пушкӑртра шкул ачисем вăрманçăсене йĕкел пуҫтарма хастар пулӑшаҫҫĕ

#наци проекчĕ

Пушкӑртстанра вӑрлӑх валли йĕкел пухмалли сезон малалла пырать. Ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫре вӑрман ӑстисене регионти вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекенсем чылай пулӑшаҫҫӗ.

ПР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вăрлăх пухасси "Экологи" нацпроектӑн "Вӑрмансене сыхласси" регионти проект тӑрӑх пырать. Палӑртса хӑвармалла, хыр йӗкелӗсене ноябрь уйӑхӗнчен пуҫласа март уйăхĕччен вӗсем уҫӑлма пуҫличчен хатӗрлеҫҫӗ. Специалистсем ку чылай йывӑр та тӑкаклӑ процесс тесе шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йĕкелсене алӑпа пуçтараççĕ.

Сӑмахран, Янаул районӗнче вӑрман ӑстисене Орловка ялӗнчи вӑтам шкулти ачасем хастар пулӑшаҫҫӗ. Хыр йӗкелӗсене пухас умӗн ачасене вӑрманти хӑрушсӑрлӑх правилисем ҫинчен тӗплӗн каласа панă, мӗнле йӗкелсене пухмаллине ӑнлантарнă.

Сăнӳкерчӗкӗ: forest.bashkortostan.ru сайтран.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2024-12-16/v-bashkirii-shkolniki-aktivno-pomogayut-lesovodam-sobirat-shishki-na-semena-4054628

 

 

Пушкӑртра шкул ачисем вăрманçăсене йĕкел пуҫтарма хастар пулӑшаҫҫĕ
Пушкӑртра шкул ачисем вăрманçăсене йĕкел пуҫтарма хастар пулӑшаҫҫĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: