Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
26 Декабрӗн 2024, 13:47

Пушкӑрт Вьетнама пӗрремӗш хут мороженӑй экспортланӑ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Вьетнама пӗрремӗш хут  мороженӑй экспортланӑ
Пушкӑрт Вьетнама пӗрремӗш хут мороженӑй экспортланӑ


#наци проекчĕ
Пушкӑртстан Вьетнама пӗрремӗш хут мороженӑй экспортланă. Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ассортиментри малтанхи ултӑ тонна мороженӑйне Уфари предприяти тиенӗ.
"Продукци производителӗ — регионти паллӑ предприяти, мороженӑй производствинче специализациленнӗскер, экспорт сертификацийӗ иртнӗ те "Цербер" ФГИС экспортерсен реестрне кӗртнӗ", - каласа панӑ надзор ведомствинче.
Вьетнам Республикин требованийӗсемпе килӗшӳллӗн Уфа мороженӑйӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗ ертсе пыракан лабораторинче лаборатори тӗпчевӗсем иртнӗ. Вӑл ҫӗршыв-импортер ыйтнисене пӗтӗмпех тивӗҫтерет. Мороженӑй партине "Ecert" системӑра 5D экспорт ветеринари сертификатне панӑ.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2024-12-25/bashkiriya-vpervye-v-istorii-eksportirovala-svoe-morozhenoe-4065779

 

 

Пушкӑрт Вьетнама пӗрремӗш хут  мороженӑй экспортланӑ
Пушкӑрт Вьетнама пӗрремӗш хут мороженӑй экспортланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: