#наци проекчĕ
Пушкӑртра "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" патшалӑх программи шайӗнче туса лартнӑ ҫуртсене хута яраҫҫӗ. Унӑн операторӗ республикӑра Ял хуçалăх министерстви шутланать. Декабрӗн 26-мӗшӗнче Пелепей районӗнчи Надеждино ялӗнче ҫӗнӗ ҫурт уҫҫисене "Уральская мясная компания" предприятире ӗҫлекен пилӗк ҫемье илнӗ.
"Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" программӑпа шанчӑклӑ туса лартнӑ ҫуртсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 360 ытла тăв.м, хакӗ — 25,3 млн тенкӗ, вӗсенчен 19,8 млн федераци укҫи-тенки, 4,67 млн тенкӗ - ӗҫ параканӑн укҫи, 830 пин ытла республика тата муниципалитет бюджечӗсем хушса панӑ.
"Пурӑнмалли пӳлӗмсене граждансене пурӑнмалли пӳлӗме тара илмелли договор тӑрӑх тӳлевсӗр еткерлӗхе тата усӑ курма параҫҫӗ. Ӗҫ договорӗ тӑрӑх пилĕк ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн граждансен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин вунă процентран ытла мар хакӗпе, вунă ҫул иртсессӗн – пĕр процентран ытла мар хакпа пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма право пур", - ӑнлантарнӑ Пушкӑрт Ял хуҫалӑх министерствинче.