#наци проекчĕ
"МТС" ПАО ҫыхӑну операторӗ Пушкӑртстанра LTE стандартӑн хамăр çĕршыв производствин база станцийӗсене опытлӑ эксплуатацилесси ҫинчен пӗлтернӗ.
ПР правительствин пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫул пуҫламӑшӗнче республикӑра ҫавнашкал 15 станци хута ярӗҫ. Регионти ҫыхӑну тытӑмӗпе интернет тытӑмӗсене аталантарни "Цифра экономики" наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшӳллӗн пырать.
ПР патшалӑх управленийӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Геннадий Разумикин ҫыхӑну операторӗсем майӗпен хамăр çĕршыв оборудование çине куҫни ҫыхӑну тата интернет шанчӑклăхне ӳстерме май парать тесе шутлать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, база станцийӗсене импорта улӑштарни - технологи суверенитетне ҫитӗнтермелли тата хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли тапхӑрсенчен пӗри.
Сăнӳкерчӗкӗ: pravitelstvorb.ru сайтран.
https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-01-05/operator-svyazi-v-etom-godu-v-bashkirii-zapustit-otechestvennye-bazovye-stantsii-4075187