#наци проекчĕ
2024 ҫулта Пушкӑртра пурӑнакан 3 пине яхăн ҫын "Ĕҫпе тивӗҫтересси" федераци проектне пула вӗренме тата кирлӗ специальность илме пултарнӑ. Кун ҫинчен ПР правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров хӑйӗн социаллă сетьри страницинче каласа панӑ.
Вӗрентӗве 30 ҫул-йӗрпе тенӗ пек ирттереҫҫӗ. Пӗр ҫынна вӗрентме субсидин вӑтам калӑпӑшӗ 60 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Чи паллӑ профессисен хушшинче ҫынсем даннӑйсен аналитикĕ, психолог-консультант, маркетплейс енӗпе ӗҫлекен менеджер, ҫӗвӗ оборудованийӗн операторӗ, информаци ресурсӗсемпе социаллӑ сетьсем енӗпе ӗҫлекен специалист профессийӗсем пулнă.
Оборонӑпа промышленноҫ комплексӗн предприятийӗсем кӑна "Демографи" наци проекчӗн шайӗнче федераци бюджетӗнчен 87 млн тенкӗ ӗҫченӗсене вӗрентме явӑҫтарнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаровӑн социаллă сечӗсем.