Çутă çул
-1 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
16 Кӑрлач , 10:49

Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче ҫӗнӗ нацпроект тӗллевӗ ҫинчен пӗлтернӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче ҫӗнӗ нацпроект тӗллевӗ ҫинчен пӗлтернӗ
Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче ҫӗнӗ нацпроект тӗллевӗ ҫинчен пӗлтернӗ

#наци проекчĕ
Ҫӗнӗ ҫулта ҫӗршывра "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" ҫӗнӗ нацпроект хута яраççĕ. Вӑл "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроект шайӗнче пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑсать, тӗп тӗллев - пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ӳстересси, ӑнлантарнă Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче.
Пӗчӗк хуласемпе ял тӑрӑхӗсенче медицина пулӑшӑвне аталантарассине уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗҫ. Кӑҫал республикӑра халӑх 100 пине яхӑн ҫын пурӑнакан вырӑнсенче тӑхӑр медицина учрежденине тӗпрен юсама палӑртнӑ.
Пуçламăш медицина пулӑшӑвӗн 140 объектне пӗтӗмпех ҫӗнетӗҫ.
Ҫулталӑк хушшинче пуçламăш сыпăк организацийӗсем валли 4,6 пин ытла медоборудовани, ҫавӑн пекех 99 автомобиль туянӗҫ, ҫакӑ чи аякри поселоксенче пурӑнакансене пулӑшма май парать.
Пӗтӗм нацпроект 12 ҫул-йӗре пӗрлештерет. Ҫакӑ сахӑр диабечӗпе, чӗрепе юн тымарӗсемпе тата онкологи чирӗсемпе кӗрешни те, С гепатитпа чирлекен пациентсен терапине анлӑлатни те, васкавлӑ пулӑшу тата сывлӑх сыхлав тытӑмӗн ытти сферине аталантарни те.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-01-14/v-minzdrave-bashkirii-soobschili-o-tselyah-novogo-natsproekta-4083505

 

 

Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче ҫӗнӗ нацпроект тӗллевӗ ҫинчен пӗлтернӗ
Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствинче ҫӗнӗ нацпроект тӗллевӗ ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: