#наци проекчĕ
Пушкӑрт Республикинчи Ял хуҫалӑх министерстви "Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси" наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлакан ҫамрӑк специалистсенчен документсем илме тытӑнать. Кун пирки регион министерствинче пӗлтернӗ.
Заявительсене 750 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, ӗҫсем агропромышленноҫ комплексӗн кадр вӑй-хӑватне пулӑшас енӗпе республика программипе иртеççĕ. Пулӑшу илме конкурса хутшӑнакансен регионти ял тӑрӑхӗнчи АПК организацийӗсенче ӗҫлемелле.
Заявлени тата суйлама кирлӗ документсене 2025 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 7-мӗшӗччен республикӑри Ял хуçалăх министерстви наукӑпа вӗренӳ учрежденийӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли пайра йышӑнаҫҫӗ: Уфа хули, Пушкин урамӗ, 106-мĕш çурт, 306-мĕш кабинет. Кирлӗ информаципе документсен тӗслӗхӗсене ссылка тӑрӑх пăхма юрать.
"Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне технологипе тивӗҫтересси" наци проекчӗн тӗп тӗллевӗ - Раҫҫей агропромышленноҫ комплексне тата унӑн технологи никама пӑхӑнманлӑхне аталантарасси. Ҫавна пула ҫӗршыв кирлӗ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫӗ, ҫавӑн пекех тӗнчери рынокри позицисене ҫирӗплетме майсем ытларах пулӗҫ. Ҫӗнетнӗ наци проекчӗсене РФ Президенчӗ Владимир Путин йышӑннӑ тӑрӑх 2025 ҫултанпа пурнӑҫлаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Ял хуҫалӑх министерстви.
https://bash.news/news/238192-v-baskirii-podderzat-molodyx-specialistov-v-sfere-selskogo-xoziaistva