#наци проекчĕ
Пушкӑртри Учалă районӗ Китая йӗтӗн экспортне ӳстерет, пӗлтернӗ регионти Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче. Надзор ведомстви апат-ҫимӗҫ йӗтӗнӗн черетлӗ партине пӗтӗмӗшле 649 тонна калӑпӑшӗпе тӗрӗсленӗ, ӑна Учалă районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ Китай Халӑх Республикине экспорт валли хатӗрленӗ.
Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑрт тӗрӗслев лабораторийӗнче кирлӗ тӗпчевсем пурте тупӑшлӑ пулнă. Карантинти хӑрушӑ организмсене экспертизаци кӑтартӑвӗсем тӑрӑх тӗслӗхре палӑртман. Ҫу культурине Китай контрагентне тиенӗ.
Аса илтеретпӗр, "Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчĕ пурнăçланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.