Çутă çул
-1 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
21 Кӑрлач , 10:02

Пушкӑртра ача-пӑча поликлиникин никӗсне йӗркеленӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑртра ача-пӑча поликлиникин никӗсне йӗркеленӗ
Пушкӑртра ача-пӑча поликлиникин никӗсне йӗркеленӗ

#наци проекчĕ
Учалинче пулас ача-пăча поликлиникин никӗсне хываҫҫӗ. 200 вырӑнлӑ учреждение "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче тӑваҫҫӗ, кӑҫалтан пуҫласа унӑн тӗллевӗсене "Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ" ҫӗнӗ нацпроект пурнӑҫлать.
Стройплошадкӑра ӗҫ пӗлтӗр кӗркунне пуҫланнă. Ҫӗнӗ поликлиника 9-мӗш полилингвальнӑй шкулпа юнашар вырнаҫӗ.
ПР Сывлăх сыхлав министерствинче каласа панӑ тӑрӑх, поликлиникӑна сывлӑхлӑ тата чирлӗ ачасен юхӑмне уйрăм йӗркелеççĕ. Тухтӑрсем хальхи хӑтлӑ кабинетсенче ӗҫлӗҫ.
Патшалӑх туянӑвӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, объект хакӗ 582,6 млн тенкӗпе танлашать (вӗсен 420,7 млн федераци бюджетӗнчен).

Сӑнӳкерчӗкĕ: проекта визуализацилени.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-01-20/v-bashkirii-v-uchalah-sdelali-fundament-pod-detskuyu-polikliniku-4090270

 

 

 

Пушкӑртра ача-пӑча поликлиникин никӗсне йӗркеленӗ
Пушкӑртра ача-пӑча поликлиникин никӗсне йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: