Çутă çул
-1 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
22 Кӑрлач , 09:07

Пушкӑрт туризм бизнесӗн гранчĕ валли 267 млн тенкӗ илнӗ

#наци проекчĕ

Пушкӑрт туризм бизнесӗн гранчĕ валли 267 млн тенкӗ илнӗ
Пушкӑрт туризм бизнесӗн гранчĕ валли 267 млн тенкӗ илнӗ


#наци проекчĕ
Туризм сферинче ӗҫлекен предпринимательсене грант пулӑшӑвӗ пама Пушкӑртстан федераци бюджетӗнчен 267 млн тенкӗ илнӗ. Республика укҫи-тенкине хушнипе пӗтӗмӗшле укҫа-тенкӗ 272,8 млн тенкӗпе 2025 ҫул валли танлашнӑ. Ҫитес икӗ ҫул валли те ҫавӑн чухлех укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ, - пӗлтернӗ Туризм тата предпринимательство министерствинче.

2025 ҫултан пуҫласа республикӑра "Туризм тата тараватлӑх" наци проекчӗн шайӗнче "Номерсен фончĕ, инфратытӑм тата туртӑмӑн ҫӗнӗ точкисем туса хурасси" регион проектне пурнӑҫлӗҫ. Федераци укҫи-тенкине туризм инфратытӑмне аталантарасси, пулӑм мероприятийӗсем ирттересси, муниципалитетсен туризм центрӗсене йӗркелесси енӗпе общество пуҫарӑвӗсене патшалӑх пулӑшӑвӗ пама уйӑрӗҫ.

Пӗчӗк тата вӑтам бизнес субъекчӗсем уйрӑм инвестицисене явӑҫтармалли условипе грант пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ, аса илтернĕ ведомствӑра.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Ял хуçалăх министерстви.

https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-01-21/bashkiriya-poluchila-267-mln-rubley-na-granty-dlya-turisticheskogo-biznesa-4090845

 

Пушкӑрт туризм бизнесӗн гранчĕ валли 267 млн тенкӗ илнӗ
Пушкӑрт туризм бизнесӗн гранчĕ валли 267 млн тенкӗ илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: