#наци проекчĕ
Пушкӑрт аграрийӗсем, регионти Раççей ял хуçалăх надзорĕн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чикӗ леш енне нут тӑратассине пысӑклатнӑ. Республикӑшӑн ҫак йӑлана кӗмен пăрçа культури Пушкӑртри аграри секторӗн тупӑшӗн тӗп статйисенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫапла, пӗлтӗр Пушкӑрт ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем 1700 тонна "турккӑ пӑрҫине" экспортланӑ. Пуринчен ытла Казахстана — 1450 тонна ытла тиенӗ. Тата 176 тонна Турцие экспортланӑ, 50 тонна — Киргизие, 20 тонна ытла Афганистана.
Ҫак кунсенче Хайбулла районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ Казахстана тата 169 тонна типӗтнӗ нут экспортланӑ. "Турккӑ пӑрҫин" суйласа илнӗ тӗслӗхӗсем Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорне пӑхӑнса тӑракан Пушкӑртри тӗрӗслев лабораторийӗнче Таможня союзӗн ҫӗршывӗсем хушакан экспертизӑсем витӗр тухнӑ.
"Тӗпчевсем тӑрӑх карантинти хӑрушӑ организмсем тупса палӑртман. Пушкӑрт нучĕ ҫӗршыв-импортер требованийӗсене тивӗҫтерет. Фитосанитари сертификачӗсене панӑ. Продукцие Казахстана тиенӗ", - тесе пӗлтернӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗнче.
"Тивӗҫлӗ те тухӑҫлӑ ӗҫ тата ӑнӑҫлӑ предпринимательлӗх" наци тӗллевӗ шайӗнче "Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт" наци проекчӗ пурнӑҫланать.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей ял хуҫалӑх надзорӗн управленийӗн пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/nacproject/2025-01-23/agrarii-bashkirii-uvelichili-eksportnye-postavki-turetskogo-goroha-4094078