Çутă çул
-1 °С
Юр
Пур хыпар та
Наци проекчĕсем
29 Кӑрлач , 09:45

Пӗлтӗр Пушкӑртра 109 ҫӗнӗ ФАП ӗҫлеме пуҫланӑ

#наци проекчĕ

Пӗлтӗр Пушкӑртра 109 ҫӗнӗ ФАП ӗҫлеме пуҫланӑ
Пӗлтӗр Пушкӑртра 109 ҫӗнӗ ФАП ӗҫлеме пуҫланӑ

#наци проекчĕ

Ҫакна республикӑра "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне пурнӑҫланине пула тума май килнӗ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьре Бакалă районӗнчи Ахманово ялӗнчи çӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ҫинчен каласа панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, асӑннӑ пункт 2024 ҫулта регионта вырнаҫтарнӑ 109 модульлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

Республика ертӳҫи ФАП мӗн кирлипе пуринпе те — фельдшер, смотровой тата процедура кабинечӗсем пуррине палӑртнӑ. Радий Хабиров ял медицинине кадрсемпе тивӗҫтерес ыйтупа паян хастар ӗҫлени ҫинчен, чылай фельдшерсем ватăлнă вӗт-ха, вӗсен вырӑнне ҫамрӑк специалистсем — ҫӗршер ҫын хатӗрлемелле, тесе пӗлтернӗ. Регион пуҫлӑхӗ медицина колледжӗсене ытларах пăхма пуҫланине тата кирлӗ районсенче филиалсем уҫма пуҫланине палӑртнӑ. Уйрӑмах — пирӗн республика чиккисенче, пирӗн хӗрсемпе каччӑсем ытти регионсене вĕренме ан кайччăр тесе.

https://mgazeta.com/articles/natsproekty/2025-01-17/v-bashkirii-v-proshlom-godu-nachali-rabotat-109-novyh-fapov-4087805

 

 

Пӗлтӗр Пушкӑртра 109 ҫӗнӗ ФАП ӗҫлеме пуҫланӑ
Пӗлтӗр Пушкӑртра 109 ҫӗнӗ ФАП ӗҫлеме пуҫланӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: