#наци проекчĕ
Баймак районĕн тӗп больници, "Вӑрах тата активлӑ пурнӑҫ" нацпроекта пула ку чухнехи виçĕ УЗИ-аппарат илнӗ. Кун пирки Пушкӑрт Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ оборудовани чире ир тапхӑрӗсенче тӗпчевсем ирттерме май парать. Вӑл пулӑшнипе шалти органсемпе системӑсен патологилле улшӑнӑвӗсене тишкерме пулать. Ҫакӑ диагноз лартассине самаях ҫӑмӑллатать тата тухӑҫлӑ сипленме май парать. УЗИ-аппаратпа усӑ курнӑ чухне усӑ курма меллӗ интерфейс, тухтӑрсем хӑтлӑрах та тухӑҫлӑрах ӗҫлеҫҫӗ, палӑртнӑ Сывлăх сыхлав министерствинче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.