#наци проекчĕ
Аскин районӗнчи Бильгиш ялӗнче регионти Сывлăх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.
Ӗлӗк ку ялта ФАП 1972 ҫулта туса лартнӑ ҫуртра вырнаçнӑ. Унта шывпа тивӗҫтермелли те, канализаци те пулман. Модульлӗ ҫурта хальхи вӑхӑтри мӗнпур требованисемпе стандартсем тӑрӑх вырнаҫтарнӑ, халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ пама тата персонал валли мӗн кирлипе пуринпе те пуянлатнӑ. ФАПра фельдшер кабинечӗ, смотровой, процедура пӳлӗмӗ, пациентсем, санузел, персонал валли пӳлӗмсем, медикаментсене упрамалли тата ӗҫ хатӗрӗсене тирпейлемелли пӳлӗм те пур. Кӗнӗ ҫӗрте ватӑсемпе начар мобильлӗ ҫынсем валли пандус пӑхса хӑварнӑ.
Ҫак ФАПра медицинӑпа санитари пулӑшӑвне 270 ҫын, ҫав шутра 39 ача илӗ.
2025 ҫултанпа ФАПсем тӑвассине "Вӑрах та активлӑ пурнӑҫ" наци проекчӗн "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне çӗнетесси" программипе пурнӑҫлаҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ - 2030 ҫулччен пурнӑҫ тӑсӑмне 78 ҫула çити ӳстересси, сывӑ пурнӑҫ вӑрӑмӑшне ӳстересси тата хула тата ял халӑхӗ хушшинчи чылай дифференциацине пӗтересси.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑрт Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.