#наци проекчĕ
Ҫакна республикӑра "Сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилесси" наци проекчӗн "Вӑрӑм та активлӑ пурнӑҫ" программине пурнӑҫланине пула тума май килнĕ.
Пушкӑртстанри Начарово ялӗнче вырӑнти 434 ҫынна пӑхса тӑракан ҫӗнӗ модульлӗ фельдшерпа акушер пунктне йӗркелесси малалла тӑсӑлать. Халӗ пандус лартаççĕ, ҫывӑх вӑхӑтра ҫурт ӑшчиккине тума тытӑнаҫҫӗ.
— Пирӗн часах ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑшӑн питӗ хавас, — тенӗ Халида Галиханова фельдшер. — Кирлӗ медицина пулӑшӑвӗ илесси, ялтан тухмасӑрах, уйрӑмах ватӑрах ҫынсемшĕн кирлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерстви.