#наци проекчĕ
Кун пирки республикӑри Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.
2025 ҫулта Пушкӑрт Республикинче 164 общество территорине хӑтлӑлатма палӑртнӑ. "Пурнӑҫ валли инфратытӑм" наци проекчӗн "Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси" федераци проекчӗн шайӗнче 94 территорие 1,2 миллиард тенкӗлӗх ҫӗнетӗҫ. Пысӑк проектсем Ленин ячĕллĕ (Уфа), Киров ячĕллĕ (Стерлитамак) парксене, Космонавтсен бульварне (Салават), Ҫавӑн пекех Октябрьскинчи, Кумертаури, Сибайри, Межгорьери тата Ишимбайри ытти объектсене хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ. Ӗҫсен пӗр пайне 2026 ҫулта вӗҫлӗç. Пуҫару бюджечӗн тата ытти программӑсен шайӗнче хушма 70 территорие хӑтлӑх кӗртӗҫ.